Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем урамри юпаран хӑраҫҫӗ. Райцентрти Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 14-мӗш тата 15-мӗш ҫуртсенчисем хӑйсен пӳрчӗсем умӗнчи чалӑшнӑ ҫутӑ юпи персе анасран шикленеҫҫӗ.
«Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) халӑх ушкӑнӗнче ҫырнинче «SOS» тесех палӑртнӑ.
Ҫынсем ҫутӑ юпине ылмаштаракан подряд организацине ҫӗрӗк юпана ҫӗнетме ыйтаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла юпасене ҫӗннисемпе улӑштарнӑ иккен, маларах асӑннӑ ҫуртсем умӗнчине тӗкӗнмен.
Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамӗн вӗҫӗнчи чалӑшса кайнӑ юпа кирек хӑш самантра персе анма пултарнине палӑртакан ҫынсем яваплисем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Мӗнрен тата мӗншӗн шикленнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ачасене хумхантарнине тавҫӑрма йывӑр мар. Ӑна мӗнле тытнинчен кайран ӑҫта вӗренме кӗресси, пурнӑҫ ҫулӗ те унран килет тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Ҫитменнине тата вӗрентекенсем те ачасене: «Шкулта тӑрӑшмасан экзамен тытаймастӑр», — йышши ӳпкевпе аптӑратнине илтме тивет.
Паян Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи ППЭне халалланӑ пӗрлӗхре https://vk.com/ege 16 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен психолог сӗнӳ-канаш парассине пӗлтерет.
Онлайн-консультацие психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Мускаври патшалӑх психологипе педагогика университечӗн профессорӗ, психологипе 15 ытла кӗнеке кӑларнӑ Ольга Хухлаева ирттерӗ. Шкул пӗтерекенсене вӑл хӑйсене лӑпкӑ тытас, хумханас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле хыпар та пӗлме пулать. Вӗсенче паян Шупашкар районӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ хыпара асӑрхама тӳр килчӗ.
Вӗсенчен пӗринче Кӑрмӑш ялӗ сӑнарланнӑ, теприсенче — район центрӗ, Кӳкеҫ.
Кӑрмӑш ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем те пур. Вӗсене «Новое село» (чӑв. Ҫӗнӗ ял) управляющи компани тытса тӑрать иккен. Анчах ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса кайманнине пула контейнерсем тулса тӑкӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Александр Яичников ятлӑ ҫын.
Тепӗр хыпарта Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсенче пурӑнакансем аэфутбол выляма ачасем валли пӗчӗк уй тата волейбол лапамӗ хатӗрленине кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен пуҫарӑвӗпе тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах район центрӗнчи пӗр вырӑнта каснӑ йывӑҫ тураттисем сапаланса выртнине пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Ирӗклӗх» общество пӗрлӗхӗ Республика Элтеперӗ патне ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ ҫырура хастарҫӑсем республикӑри тӳре-шара федераллӑ саккуна сӗмсӗр пӑснине тупса палӑртнӑ. Сӑмах 149-ФЗ номерлӗ «Информаци, информаци технологийӗсем тата информаци хӳтӗлевӗ ҫинчен» саккун пирки пырать. Унӑн 8 статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн хӑйсен информацине тӳре-шара халӑх патне Интернет урлӑ вырӑсла тата республикӑсенчи ытти патшалӑх чӗлхисемпе ҫитермелле. Чӑваш Республикинче унашкал чӗлхе чӑваш чӗлхи шутланать.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем пирӗн тӳре-шарасен сайчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн чылай ресурс ҫак саккуна пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Халӑх тетелӗсенче (выр. социальные сети) вара информацие йӑлт вырӑсла кӑна пӗлтерни ҫиеле тухнӑ. Ҫутҫанталӑк, вӗренӳ, информаци политикин министерствисен «Контактри» ушкӑнӗсенче ҫак кӑлтӑк тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев патне янӑ ҫырура «Ирӗклӗх»-сем федераллӑ саккуна пӑсасран тивӗҫлӗ хушусем пама, малашнехи ӗҫре саккуна пӑхӑнса ӗҫлеме ыйтса ҫырнӑ.
Чеб.ру сайт журналисчӗсем Инстаграм халӑх тетелӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн аккаунчӗ пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна @mihail_ignatiev_chuvashiya никпа уҫнӑ.
Страницӑна уҫнӑранпа 11 кун иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра Михаил Игнатьевӑн страницине 5 ҫын ҫырӑннӑ. Страницӑра 15 публикаци, вӗсенче пӗр «лайк» кӑна пуснӑ. Камне пӗлеетӗр-и? Владимир Аврелькин.
Страницӑна ҫырӑнса илекенсен йышӗнче – ЧР экономика министрӗ, кап.ру сайтӑн официаллӑ аккаунчӗ тата «Советская Чувашия» хаҫатӑн темиҫе журналисчӗ.
«Паян вӗренӳ иститутӗнче Мӑн Тытӑҫу вӑйӑ ирттертӗм. 12 ушкӑн хутшӑнчӗ», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗринче Александр Блинов чӑваш хастарӗ. Унта вӑл ҫырса кӑтартнинче эпир пӗр саманта асӑрхарӑмӑр, сире те ун пирки шухӑшласа пӑхма сӗнесшӗн.
«Тӗрлӗ пулӑм мӗн чухлӗ ирттеретӗп те пӗрмаях пӗр пекрех иртсе каять. Пуҫламӑшӗнче ушкӑнсем пӗчӗк хӑтлав вырӑнне пӗр сехетлӗх хӑйне евӗрлӗ «пултарулӑх ушкӑнсене фестивалӗ» ирттереҫҫӗ», — ҫырнӑ вӑл.
Пурте (пӗр ушкӑнсӑр пуҫне) халӑх тумӗсемпе килсе ҫитнӗ иккен. «Нихӑҫан та ҫак йӑла-йӗркине ҫӗнтерсе илме пулмасть пуль. Чӑваш чӗлхи 19-мӗш ӗмерти тумӗпе ассоциациленет, фольклор евӗрлӗ презентаципе...», — шухӑшне тӑснӑ Александр Блинов.
Раҫҫейре, ют ҫӗрышвсенче Telegram мессенджер чӑхӑмлама пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Халӗ Шупашкарти хӑш-пӗр провайдер мессенджер ӗҫне чарма пуҫланӑ. «Чебнет», «Мегафон» тата МТС провайдерсем telegram.org тата t.me сайтсене хупланӑ.
«Билайнран» ку сайтсем уҫӑлаҫҫӗ-ха. Telegram хальлӗхе штатлӑ режимра ӗҫлет.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври суд мессенджера Раҫҫейре ӗҫлеме чарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри ҫынсем тӗнче тетелӗпе усӑ курма пӗлеҫҫӗ-и? Росстат халӑх информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗнле усӑ курнине тишкернӗ.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен 66,8 проценчӗ тӗнче тетелне кӗнӗ. Анчах ҫынсем ку енӗпе ытлах палӑрсса каймаҫҫӗ – Чӑваш Ен танлаштарӑмра 85 регион хушшинче 83-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакансем те тӗнче тетелӗпе туслах мар.
Раҫҫйери ҫынсен 56 проценчӗ тӗнче тетелне смартфон урлӑ кӗрет. Ыттисем – компьютертан е ноутбукран.
«Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ.
Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен.
Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Тӗнле тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ «Травиан» браузерти вӑйӑра нумай пулмасть икӗ ҫӗнӗ халӑха кӗртнӗ — египтянсене тата хунсене. Аса илтеретпӗр — хунсем пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсен майлӑ выляс тесен «Travian: Fire and Sand» текен сервера суйласа илес пулать.
Хун халӑхӗн вӑйӑри уйрӑмлӑхӗсем: вӗсен юланутҫисем тата ухӑҫисем вӑйлӑ аталаннӑ, лаптӑка тӗпчес енӗпе те хунсем уйрӑмах палӑраҫҫӗ.
«Травиан» вӑйӑ браузерта вылямаллискер. Жанр тӗлӗшӗнчен вӑл стратеги шутланать — ялсене аталантармалла, суту-илӳ тумалла, ыттисемпе ҫапӑҫмалла. Унӑн пӗрремӗш версийӗ 2004 ҫулта тухнӑ. Вӑйӑна авалхи историпе ҫыхӑнтарса хатӗрленӗ. Малтанхи версинче галсем, германсем, римлянсем тата натарсем (шухӑшласа кӑларнӑ халӑх) пулнӑ. Вӑйӑ тӗнче тӗлӗнтермӗшне туса лартнипе вӗҫленет.
Хунсене тӗрлӗ стратегиллӗ вӑйӑсене кӗртесси анлӑ сарӑлса пырать. Унччен, аса илтерер, пирӗн мӑн аслашшӗсене Civilization вӑййа хушнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |